Ҫӗнӗ Шупашкарти 4-мӗш шкулта нумай ача апатпа наркӑмӑшланнӑ. Пульницӑна пулӑшу ыйтма 20 ҫын пынӑ, вӗсенчен 19-шӗ – ачасем.
Виҫҫӗшне инфекци уйрӑмне вырттарнӑ. Ыттисене медпулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле сипленме янӑ. Пульницӑна пынӑ пӗтӗм ҫыннӑн пӗр пек чир паллисем пулнӑ: вӗсем апатпа ҫыхӑннӑ.
Прокуратура тата Следстви комитечӗн Чӑваш Енри Следстви управленийӗ тӗрӗслев пуҫарнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ҫак шкулта апатланӑва йӗркелекенни – Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти виҫӗ ача амӑшӗ Анна Аветисян Турцире иртнӗ Ironman триатлона ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ. Вӑл пӗр кунра пысӑк дистанцие парӑнтарнӑ: 2 ҫухрӑма яхӑн ишнӗ, 90 ҫухрӑм велосипедпа кайнӑ, 21,1 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫурмамарафон чупнӑ.
Анна – фитнес-джампинг тренерӗ. Триатлона ӑна мӑшӑрӗ Арсен хатӗрленӗ. Ӑмӑртура ӑна пӗтӗм ҫемйи хавхалантарнӑ.
Паян Канаш хулинче ирхи 6 сехетре маршрутка ҫуннӑ. Юрать-ха, никам та шар курман. Салонра никам та пулман.
Транспорт Кооператив урамӗнчи автобаза пулнӑ вырӑнта ларнӑ. Маршруткӑна тӑрук ҫулӑм хыпса илнӗ. Транспорт сиенленнӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Аса илтерер: иртнӗ эрнере Ҫӗнӗ Шупашкарта 101-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫуннӑ. Ун чухне те салонра никам та пулман.
Шупашкарти тата Ҫӗнӗ, Шупашкарти пассажир маршручӗсем ҫинче улшӑнусем пулӗҫ.
Шупашкарта ҫӗнӗ маршрут уҫма палӑртнӑ. Вӑл 13-мӗш маршрут пулӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ЖБК-9 тата Улатӑр ҫулне ҫыхӑнтарӗ. 7Э, 7 тата 30-мӗш маршрутсене упраса хӑварӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫурт стени ишӗлме пуҫлани пирки тӗнче тетелӗнче хыпар сарӑлнӑ. Халӗ ӑна авариллисен шутне кӗртнӗ.
Сӑмах – Коммунизм урамӗнчи 35-мӗш ҫурт пирки. Унта пурнакансене урӑх ҫӗре куҫарӗҫ, ҫурта вара ишсе антарӗҫ. Хӑҫан? Паллӑ мар. Анчах ку ӗҫсене 2032 ҫулхи раштавӑн 31- мӗшӗччен патшалӑх программипе килӗшӳллӗн вӗҫлемеллине палӑртнӑ.
Шупашкарта авӑн уйӑхӗнче троллейбуссенче СПБ урлӑ тӳлесен билет хакӗ 8 тенкӗ йӳнӗрех пулнӑ. Ку акцие ҫулталӑк вӗҫӗччен тӑсма йышӑннӑ. Ку мелпе Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта тӳлеме пулать. Акци раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.
Ҫапла майпа Шупашкарти троллейбуссенче тата Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 62-мӗш троллейбусра билет хакӗ 21 тенкӗ пулӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбуссенче вара – 17 тенкӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара ҫӳрекен 101С автобус халӗ «Университет» микрорайона таран ҫитет. Вӑл Вӑрман урамӗнче чарӑнать.
Унччен ҫак маршрутӑн юлашки чарӑнӑвӗ И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ҫӗнӗ корпусӗ патӗнче пулнӑ. Сӑмах май, 101С автобус Ҫӗнӗ Шупашкарти Химтехнумран И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ таран Мускав проспекчӗпе ҫитет.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ режиссер Марат Никитин Юхма Мишшин «Несжатый сноп незасеянного поля» повеҫӗ тӑрӑх «Истори деда Азамбая» ятлӑ фильм ӳкернӗ. 62 минута тӑсӑлаканскер юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче проката тухӗ.
Кинона кинозалсенче, ҫав шутра округсенче те, курма пулать. Билет 200 тенкӗ тӑрать, ӑна «Пушкин карттипе» те туянма май пур. Тӗп роле Чӑваш халӑх артисчӗ Василий Павлов вылянӑ. Сюжечӗпе кӗскен паллаштарар.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 4 ҫул иртнӗ. Ватӑ Азамбай пӗртен-пӗр ывӑлӗ Илепер вӑрҫӑра пуҫ хунине халӗ те ӗненмест. Унӑн шӑпине пӗлес тесе вӑл Мускава ҫыру та янӑ, хурав кӗҫ-вӗҫ ҫитмелле. Илепере савнийӗ Силимпи те кӗтет. Вӑл ӑна фронтран кӗтсе илме шантарнӑ-ҫке-ха. Сӑртлӑ вырӑнта Илепертен юлнӑ пӗртен-пӗр япала пур: вӑл лартнӑ йывӑҫ. Унпа юнашарах Силимпин йывӑҫӗ ешӗрет. Ывӑлне кашни кун кӗтекен Азамбай йывӑҫ патне кайса унпа сехечӗ-сехечӗпе калаҫать.
Пӗррехинче йывӑҫ патӗнчен таврӑнсан Азамбай чирлесе ӳкет. Ун чухне тӗлӗк курать: вӑл тупӑкра выртать пек, унпа юнашар тахҫанах вилнӗ аслашшӗ Акмарса утса ҫӳрет. «Санӑн ҫакӑ хуйхӑ-и? Пӗр ывӑл ҫеҫ вӑрҫӑран таврӑнман!
Ҫак сӑн ӳкерчӗкри пӗчӗк хӗр пӗрчи Назира Сангакова халӗ 23 ҫулта. Вӑл тӑван амӑшне шырать. Ашшӗ Назирӑна Таджикистана илсе кайнӑ. Хӗрача ун чухне пӗчӗк пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл амӑшне астумасть те.
Назирӑн упӑшки Саша /Раҫҫейре ӑна ҫак ятпа чӗнеҫҫӗ/ интернетра Шупашкарта пурӑнакан Светлана Черновӑпа ҫыхӑннӑ. «Ашшӗ Назирӑна Раҫҫейрен 2001 е 2003 ҫулта илсе кайнӑ. Таджикистанра вӑл ачана хӑйӗн амӑшӗпе хӑварнӑ, хӑй кайран темиҫе хут та авланнӑ, Раҫҫейрех пурӑннӑ. Назира амӑшне вӑл Раҫҫейре юлнине пӗлнӗренпе шыраса тупма ӗмӗтленет. Ҫулсем иртнӗҫемӗн унӑн тунсӑхӗ ӳссе кӑна пырать. Вӑл ӑна питӗ курасшӑн.
Назирӑпа Саша халӗ Раҫҫейре Новосибирскра пурӑнаҫҫӗ. Саша манпа ҫыхӑнсан Назира амӑшне шырани пирки хамӑн страницӑра пост вырнаҫтартӑм. Ман пата унӑн амӑшӗ пекрех хӗрарӑмсен сӑн ӳкерчӗкӗсене ярса паркаларӗҫ. Анчах вӗсенчен пӗри те вӑл пулманни палӑрчӗ. Тӗнчере пӗр пек 7 ҫын пур теҫҫӗ вӗт. Назира сӑнӗпе амӑшӗ пекех. Унӑн пит ҫӑмарти ҫинче пысӑк тур палли пур. Ахӑртнех, амӑшӗ ҫакна астуса юлнӑ. Ҫак сӑн ӳкерчӗкре пӗчӗк Назира мӗнле тумпа - ахӑртнех, ашшӗ ӑна ҫавӑнпах илсе кайнӑ, ҫуркунне пулнӑ-тӑр.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем комета вӗҫнине сӑн ӳкернӗ. С/2023 А3 ятлӑскер паян Ҫӗр чӑмӑрӗнчен чи ҫывӑхра вӗҫсе иртет, ҫавна май ӑна ятарлӑ аппаратсӑр, ахаль куҫпах, курма пулать.
Палӑртмалла: ҫак комета юлашки 25 ҫулта чи ҫутти пулнӑ. Кӗҫех комета курӑнми пулӗ, мӗншӗн тесен вӑл майӗпен ҫуттине ҫухатса пырӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |